Pesni.guru - сайт для Гуру
Тӑпӑртатса тӑрать Тур лаши,
Тӑпӑртатса тӑрать Тур лаши
ай-йа-йай Тур лаши
Малтан мала каясшӑн
Ай-йа-йай каясшӑн.
Куҫран пӑхса тӑраҫ тӑвансем,
Куҫран пӑхса тӑраҫ тӑвансем
ай-йа-йай тӑвансем
Пире хӑна тӑвасшӑн
Ай-йа-йай тӑвасшӑн
Куккун сана лайӑх-и?
Куккук сана лайӑх-и?
Ай-йа-йай лайӑх-и?
Ҫӳлте вӗҫсе ҫӳреме
Ай-йа-йай ҫӳреме.
Тӑван сана лайӑх-и?
Тӑван сана лайӑх-и?
Ай-йа-йай лайӑх-и?
Эпир килсе ҫӳресен
Ай-йа-йай ҫӳресен.
Маттур лаша—Тур лаша
Маттур лаша—Тур лаша
Ай-йа-йай Тур Лаша
Сӗл ҫиекен эс кӑна
Ай-йа-йай эс кӑна.
Ҫывӑх тӑван, эс кӑна
Ҫывӑх тӑван эс кӑна
Ай-йа-йай эс кӑна
Ялан пӗрле пурӑнма
Ай-йа-йай пурӑнма
Тавтапуҫах куккукне
Тавтапуҫах куккукне
Ай-йа-йай куккукне
Ҫич ҫӑмарта тунишӗн
Ай-йа-йай тунишӗн
Тавтапуҫах тӑванне
Тавтапуҫах тӑванне
Ай-йа-йай тӑванне
Хисеплесе чӗннӗшӗн
Ай-йа-йай чӗннӗшӗн.
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1