Гуру Песен Популярное
А Б В Г Д Е Ж З И К Л М Н О П Р С Т У Ф Х Ц Ч Ш Э Ю Я
# A B C D E F G H I J K L M N O P Q R S T U V W X Y Z

фольклорный ансамбль "Шуçăм" - 15 Иш- иш кавакал | Текст песни

Pesni.guru - сайт для Гуру


♫ Кăвакал ташши

Иш-иш кăвакал
Шыва юратан пулсан.
Ташла-ташла тăванăм та
Мана юратан пулсан.

Сарă-сарă аврисем,
Пурте лимон аврисем.
Лайăх-лайăх çыннисем те
Пурте пирěн тăвансем. ◄▲►▼

Çÿлте çăлтăр нумаййипе
Пěлěт авăнса тăрать.
Тăванăмсем лайăххипе
Чунăм савăнса тăрать.

Çумми-çумми çуммипе,
Çемен карти çуммипе
Шуçтарар-и урисене
Купăс кěвви çеммипе. ◄▲►▼

Ах, тесе ма калас,
Чĕрене ма çунтарас.
Купăс лайăх каланă чух
Ташламасăр ма тăрас.

Ташлар савăнса,
Юрлар савăнса.
Çамрăк ĕмĕр ан ирттĕр
Çын хушшинче кулянса. ◄▲►▼

Шыв хěррипе утсан та
Эпир шыва каяс çук.
Эсир пире мансан та
Эпир сире манас çук. ◄▲►▼

Ăшă-ăшă салампа
Эпир кунта килтěмěр
Юрăпала, ташăпала
Савăнтарма килтěмěр.


Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1
Видео
Нет видео
-